Ун пирки театр "универсаллӑ дизайн, халӑх тетелӗсемпе интеграцилени тата видеоблог" тесе кӗскен пӗлтерет
Тӗнче тетелӗнче театрӑн ҫӗнӗ коммуникаци лаптӑкӗ ӗҫлесе кайнӑ. «Раҫҫей культури (2012–2018 ҫулсем)» федерацин тӗллевлӗ программин йӳтӗмӗпе ку проекта ҫӗршывӑн Культура министерствин шайӗнче хӳтӗлеме май килнӗ.
Ҫӗнӗ портал адресӗ — www.chtuz.ru. Унӑн расналӑхӗ — универсаллӑ, тепӗр майлӑ ӑна ют чӗлхерен йышӑннӑ адаптивлӑ сӑмахпа та калаҫҫӗ, дизайн. Ҫавна пула портала хӑть ноутбукпа, хӑть планшетпа, хӑть смартфонпа пӑхма май килет. Портал тӑрӑх та куҫса пыма аван.
Адаптивлӑ веб-дизайна нумаях пулмасть усӑ курма тытӑннӑ кӑна мар, ҫӗршыври театр сайчӗсемшӗн вӑл пачах ҫӗнӗ япала.
Театрӑн режиссерӗсемпе артисчӗсем хӑйсен блогӗсене портал страницинчех йӗркеленӗ. Унта вӗсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртаҫҫӗ. Портала кӗрекенсенчен вара хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлтерессе, спекталкьсене сӳтсе явасса шанаҫҫӗ.
Видеоблог та ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл репетицисем епле иртнипе, сценӑпа, ҫи-пуҫа епле ҫӗленипе паллаштарать, театрти ытти вӑрттӑнлӑха уҫса парать.
Тутарсен хӑйсен домен пур — .tatar. Ӑна нумай пулмасть регистрациленӗ. Унти доменсене туятмалли приоритетлӑ вӑхӑт юпан 22-мӗшӗнче пуҫланнӑ — ку тапхӑрта тӗнче бренчӗсем, пысӑк корпорацисем регистрациленме пултарнӑ. Хӑйсем валли .tatar доменра 19 организаци ытла туяннӑ: Microsoft, Google, Instagram, Facebook тата ыттисем.
Паянтан пуҫласа вара иккӗмӗш тапхӑр пуҫланнӑ — хӑйсем валли доменсем патшалӑх органӗсем туянма пултараҫҫӗ. Вӑл чӳкӗн 25-мӗшӗччен пырӗ. Тутарсен доменӗнче хӑйсен сайчӗсене тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗ, Тутарстан мӑсӑльманӗсен ӑс-хакӑл управленийӗ, Пӑлхарти историпе архитектура музейӗ уҫма кӑмӑл тунӑ. Пурӗ 20 ытла заявка килнӗ. Ҫавах та интернет-аналитиксем ҫак доменсен йышӗ ку тапхӑрта самай ӳсессе шанмаҫҫӗ иккен — ҫӗртен иртеймӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш тапхӑр раштавӑн 1-мӗшӗнче пуҫланать. Вӑл вӑхӑтра тавар паллисен хуҫисем, МИХсем, коммерцилле мар пӗрлӗхсем регистрациленме пултараҫҫӗ. 2015 ҫул пуҫламӑшӗнче тӑваттӑмӗш тапхӑр вӑй илмелле — вӑл вӑхӑтра доменсене пурте хаклӑ хакпа туянма пултарӗҫ. Ахаль хакпа кашни ҫын 2015 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа регистрацилеме пултарать.
«Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн криминалистика уйрӑмӗ пулӑшнипе «Следствие преступление уҫӑмлатма пулӑш» ушкӑн уҫӑлнӑ. Ӑна vk.com/public76252984 адреспа тупма пулать.
Йӗркелӳҫӗсем преступлени пирки мӗн те пулин пӗлекенсене кун пирки систерме ыйтаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне пабликра халӑх тетелӗнчи ҫынсем хӑйсен ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе консультаци илме, Шупашкарта, Чӑваш Енре пулса иртекен ӗҫсем пирки пӗлме пултараҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех ҫынсем тӗрлӗ сӑнӳкерчӗк, видео яма пултараҫҫӗ. Йӑлтах — анонимлӑ.
Чӑваш Енре водитель правине илес текенсем экзамен тытмашкӑн тӗнче тетелӗнче ҫырӑнма пултараҫҫӗ. Ҫак мелпех автомобиле регистрацилемешкӗн черете тӑма, штрафсем пирки пӗлме пулать.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ подразделенийӗ ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курать. Инспекци паракан патшалӑхӑн виҫӗ пулашӑвне электронлӑ мелпе илме пулать.
Анчах штрафсем пирки пӗлнӗ чухне ҫеҫ подразделение килмелле мар. Ытти тӗслӗхре тӗнче тетелӗнче тӑнӑ хыҫҫӑн черет ҫитсен вырӑна ҫитме тивӗ. Ку мел унчченхи пек черетре тахҫанччен тӑрассинчен хӑталма май парать.
Ҫак мелпе усӑ курас тесен Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлӗхлӗ порталне ҫеҫ кӗмелле, ведомствӑна шыраса тупмалла та пулӑшӑва палӑртмалла.
Тӗнче тетелӗнче ирӗклех Яндексӑн миллион ытла, Маил.ру-н 5 миллиона яхӑн почта ещӗкӗсен вӑрттӑн сӑмахӗсене тупма пулать иккен. Хабрхабр тетелӗнче пӗлтернӗ хыҫҫӑн Маил та, Яндекс та ҫынсен аллине лекнӗ адрессемпе вӑхӑтлӑха ӗҫлеме чарса лартнӑ. Ҫав шутра Контактра халӑх тетелӗ те вӑл адрессемпе усӑ куракан хӑйӗн аккаунчӗсене чарнӑ.
Хӑшӗ-пӗри ку адрессем почта службисенчи шӑтӑка пула халӑха лекнӗ тесе шутлаҫҫӗ пулин те Яндекс та Маил.ру та вӑрттӑн сӑмахсем ҫынсен аллине лекни усӑҫсен тимсӗрлӗхне кӑна пулма пултарни пирки пӗлтернӗ: е вӗсем суя сайта лекнӗ, е вӗсен компьютерне электронлӑ хурт сиен кӳнӗ. Ҫавӑн пекех ку пухмач тӗрлӗ сайтсенче пӗрешкел парольпе усӑ курнипе те пухӑнма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Енчен те сирӗн ещӗкӗн вӑрттӑн сӑмахӗ ҫын аллине лекнӗ пулсан ӑна ылмаштарма ан манӑр. Ҫавӑн пекех компьютера вируссенчен тӗрӗслесех тӑрӑр.
Чӑваш халӑх сайчӗ паян хӑйӗн 9 ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Шӑп та 9 ҫул каялла Чӑваш халӑх канашлӑвӗ уҫӑлнӑччӗ (ку каҫӑпа эсир сыхланса юлнӑ чи кивӗ темӑпа паллашма пултаратӑр). Хӑй вӑхӑтӗнче эпир ҫак куна Чӑваш халӑх сайчӗн ҫуралнӑ кунӗ пек йышӑнтӑмӑр. Ун хыҫҫӑн пирӗн порталӑн сайчӗ ӗҫлесе кайрӗ (юпа уйӑхӗнче), сӑнсен галлерейи тата ытти пайсем. Пирӗн портал унтанпа электронлӑ вулавӑшпа, электронлӑ сӑмахсарсемпе, мероприятисен, кун пулӑмӗсен пайӗсемпе пуянланчӗ. Сайт сӑнӗ те ҫулран ҫул улшӑнса пычӗ (хыпар ӳкерчӗкӗнче эсир сайтӑн малтанхи сӑнне курма пултаратӑр). Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн пирӗн порталран хӑш-пӗр пайсем ҫухални те пулчӗ — сӑмахран, юрӑсем уҫласа илмеллине эпир хупрӑмӑр (хальхи вӑхӑтра вӗсене ытти чылай сайтра уҫласа илме май пур).
Паянхи кун эпир сире валли сайтра информаципе ытларах тивӗҫтерме тӑрӑшатпӑр. Ҫавна май пирӗн темиҫе хыпарҫӑ ӗҫлет. Ҫывӑх вӑхӑтра вырӑсла пайра та хыпарсене ҫӗнетсе тӑма пуҫласшӑн.
Ҫитес ҫул пирӗн портал 10 ҫул тултарӗ, ҫавна май эпир ҫӗнӗ конкурссем йӗркелеме тӗв туса.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ячӗпе Google тӗнче тетелӗнчи корпорацинчен ҫыру килнӗ. Унта Шупашкарти культура тата истори еткерлӗхӗн ӗскерӗсене (объекчӗсене), хула урамӗсене ӳкерме пулӑшма ыйтнӑ. Вӗсене Google карттине панорама валли вырнаҫтарӗҫ.
Google картти ҫинче урамсене пӑхма пулать. Ку тӗнче тетелӗпе усӑ куракана географи тата культурӑпа истори еткерлӗхӗн ӗскерӗсем тӑрӑх «ҫӳреме» май парать. Сӑнӳкерчӗксем пахалӑхлӑ, ҫавна май ландшафтӑн чи пӗчӗк пайне те курма май парать.
Ку проектра тӗнчери 30 ытла ҫӗршыв хутшӑнать. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кӑна авӑн уйӑхӗнче ятарлӑ автомобиль ҫине лартнӑ камерӑпа усӑ курса ӳкерӗҫ. Ку ӗҫе Питӗрте, Екатеринбургра, Дон ҫинчи Ростов хулинче, Чулхулара, Иркутскра, Орелта, Ставропольте, Брянскра, Читара, Владивостокра, Находкӑра, Кӑнтӑр Сахалинта тата ытти хулара пурнӑҫланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ культурӑпа истори еткерлӗхӗн объекчӗсене ӳкерӳ валли хатӗрлеме тытӑннӑ ӗнтӗ.
Сӑмах май унччен Google ураписем пирӗн хулана 2012 ҫулта ӳкернӗ — вӑл сӑнсемпе хальхи вӑхӑтра паллашма пулать. Ӳкерекен аппаратура юнашарти хӑш-пӗр яла та кӗрсе тухнӑ пулас — сӑмахран, Лапсар ялӗн Шоссе урамӗнчи сӑнсем пур.
Ҫапларас ӑнлантарса панӑ паянхи йышӑнӑва Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыхӑнупа массӑллӑ коммуникацисен министерствинче. Ахаль ҫын е пӗр-пӗр организаци хӑйӗн Wi-Fi-не уҫӑ хӑварсан ун урлӑ ҫыхӑнакансем тӗнче тетелне паспортсӑрах тухма пултарӗҫ.
«Wi-Fi точкине ҫыхӑну операторӗ лартнӑ пулсан тӗнче тетелне ярас умӗн унӑн усӑҫран (пользовательтен) СМС урлӑ ӑна палласа илме май паракан даннӑйсем илсе е ятарлӑ хурмӑ ҫырса тултарттарса кирлӗ даннӑйсене пӗлмелле. Енчен те Wi-Fi точкине уйрӑм ҫын лартнӑ пулсан [паянхи] улшӑнусем ӑна пырса тивмӗҫ, унӑн нимӗнле яваплӑх та пулмӗ», — министерствӑра ҫапларах ӑнлантарса панӑ. Ҫапла май кафесемпе транспортра е паркра ҫынсем малашне те тӳлевсӗр Wi-Fi-па усӑ курайӗҫ.
Идентификаци йӗркине оператор хӑйех суйлама тивӗҫ иккен — е вӑл влаҫ органӗнчен ыйтма пултарать е СМС яртарса.
Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенчи тӳлевсӗр Wi-Fi-па малашне паспорт кӑтартсан кӑна усӑ курма май пулӗ. Ҫак йышӑнӑва паян Раҫҫей Федерацийӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ку йышӑну кафесенчи, транспортри тата парксенчи тӳлевсӗр Wi-Fi-па усӑ курассине йывӑрлатать. Тӳре-шара шухӑшӗпе тӳлевсӗр ҫыхӑнупа усӑ курас текенсен оператора (Wi-Fi точкин хуҫине) паспорт е ҫын кам пулнине ӗнентерекен урӑх хут кӑтартмалла. Операторӗ вара ҫынна тетелте регистрацилемелле те идентификатора упраса хӑвармалла.
Ку йышӑнупа, паллах, тӳлевсӗр Wi-Fi вырӑнӗсене пӗтерсе хурӗ кӑна. Тӗнче тетелне тухас тесе никам та паспорт кӑтартса ҫӳремӗ тата Wi-Fi точкин хуҫисем те тетеле тухакансене сӑнама кирлӗ хушма ятарлӑ хатӗр-хӗтӗре вырнаҫтарас ҫук. Ку йышӑну правительствӑна, сӑлтавне террористсемпе ҫыхӑнтарать пулин те, ун политикипе килӗшмен ҫынсемпе кӗрешме ҫеҫ кирлине кӑтартса парать.
Ҫынсене карас тата ытти ҫыхӑнупа тивӗҫтерекен компанисенчен пӗри (монополипе кӗрешекенсем реклама тесе хакласран хӑшне каламӑпӑр) Шупашкар хулинчи Чапаев поселокне тата Красноармейски салине чӗлкӗмпе оптика линийӗн ҫыхӑнӑвне илсе ҫитернине пӗлтерет. Ун пек меслетлӗ ҫыхӑнупа нумай хутлӑ 77 ҫурта, е 3 пин ытла киле, тивӗҫтернӗ.
Ку вӑл пӗрремӗш проект мар-ха, юлашки темиҫе ҫулта асӑннӑ компани FTTx технологие, тепӗр майлӑ ӑна «киле ҫити оптика» теҫҫӗ, юсаса ҫӗнетесипе ҫине тӑнӑ. Ку меслет оптика чӗлкемне пӗр-пӗр вырӑна илсе ҫитерме май парать иккен. FTTx пулӑшнипе ҫынсем тӗнче тетелне пысӑк хӑвӑртлӑхпа кӗме пултараҫҫӗ, телефон ҫыхӑнӑвӗ те пек аванрах-мӗн, интерактивлӑ телевиденипе те тивӗҫтереҫҫӗ.
«Киле ҫити оптика» технологине хальхи вӑхӑтра Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисене, Кӳкеҫ, Вӑрмар, Вӑрнар, Йӗпреҫ поселокӗсене, Муркаш, Ҫӗньял тата Красноармейски ялӗсене ҫитернӗ. Пӗчӗкрех хӑш-пӗр ялсенче те вӑл пур. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 40 километр ҫавӑн пек лини хунӑ пулсан, ҫулталӑк вӗҫлениччен тепӗр 85 километр палӑртнӑ. FTTx технологи ырлӑхне ҫывӑх вӑхӑтра Пӑрачкавпа Етӗрнере пурӑнакансем туйса илӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |